Юрату — Курайманлӑх

 

4908Юратма хитри кирлӗ, пурӑнма ӑсли кирлӗ.Юрату — Курайманлӑх
4909Юратман ӗҫе ӗҫлесе пурӑнни юратман арӑмпа пурӑннипе пӗрех.Юрату — Курайманлӑх
4910Юратман ҫыннӑн юрри те хитре мар.Юрату — Курайманлӑх
4911Юратман чӗрене ирӗксӗр юраттараймӑн.Юрату — Курайманлӑх
4912Юратнӑ ачан ят нумай.Юрату — Курайманлӑх
4913Юратнӑ ӗҫ час пулать.Юрату — Курайманлӑх
4914Юратнӑ ӗҫ юратушӑн чӑрмав мар.Юрату — Курайманлӑх
4915Юратнӑ йыснашӑн сысна та шел мар.Юрату — Курайманлӑх
4916Юратнӑ каччӑ юмахри паттӑр пек.Юрату — Курайманлӑх
4917Юратнӑ каччӑ ялан асра.Юрату — Курайманлӑх
4918Юратнӑ мӑшӑрпа шӑпӑр шӑтӑкӗнче те ырӑ.Юрату — Курайманлӑх
4919Юратнӑ мӑшӑртан уйрӑлсан виҫ ҫул йӗрӗн, тӑван ҫӗршывран уйрӑлсан ӗмӗр йӗрӗн.Юрату — Курайманлӑх
4929Юратнӑ ҫынна алӑ хут та ал парӑн.Юрату — Курайманлӑх
4921Юратнӑ ҫынна ҫурма куркаран тав тӑваҫҫӗ.Юрату — Курайманлӑх
4922Юратнӑ ҫынна та ялан юрама ҫук.Юрату — Курайманлӑх
4923Юратнӑ ҫынпа кун иртни те, ӗмӗр иртни те сисӗнмест.Юрату — Курайманлӑх
4924Юратнӑ ҫынпа ҫӗр пӳртре те ҫӗр тӗрлӗ телей.Юрату — Курайманлӑх
4925Юратнӑ ҫынпа тамӑкра та ҫӑтмахри пек.Юрату — Курайманлӑх
4927Юратнӑ хӗр — Юспике, юратманни — Юрпике.Юрату — Курайманлӑх
4926Юратнӑ хӗр чӗкеҫ пек, юратманни ҫӑхан пек.Юрату — Курайманлӑх
4928Юратнӑ черкке час ванать.Юрату — Курайманлӑх
4929Юратнӑ чуна Турӑ та ҫӑлса пырать.Юрату — Курайманлӑх
4930Юратнӑ юрӑ кӑмӑла ҫӗклет.Юрату — Курайманлӑх
4931Юратнӑран юрӑхлӑ.Юрату — Курайманлӑх
4932Юратни юратманни мар.Юрату — Курайманлӑх
4933Юратнине ҫынран пытараймӑн.Юрату — Курайманлӑх
4934Юратса парсан юр та сахӑр пек.Юрату — Курайманлӑх
4935Юратса пурнасси юсман ҫиесси мар.Юрату — Курайманлӑх
4936Юратсан уй тункати те майра пек.Юрату — Курайманлӑх
4937Юратсан шуйттан та шуррӑн курӑннӑ.Юрату — Курайманлӑх
4938Юратсан юрлас килет.Юрату — Курайманлӑх
4939Юраттарсан тем те юрать.Юрату — Курайманлӑх
4952Юрату — пурнӑҫ юрри.Юрату — Курайманлӑх
4967Юрату — ырату.Юрату — Курайманлӑх
4940Юрату авӑрӗн тӗпӗ ҫук.Юрату — Курайманлӑх
4941Юрату вӑл вутран та хӗрӳрех.Юрату — Курайманлӑх
4942Юрату вӑл кӗленче пек, пӗр вансассӑн пухма ҫук.Юрату — Курайманлӑх
4943Юрату вӑл хӑй саккунӗпе ҫӳрет.Юрату — Курайманлӑх
4944Юрату вӑл чечек пек черчен, хӗвел пек хӗрӳллӗ, хурҫӑ пек ҫирӗп.Юрату — Курайманлӑх
4945Юрату вӑл юрӑпа пуҫланать те уйрӑлупа вӗҫленет.Юрату — Курайманлӑх
4946Юрату вӑл яшлӑх парни, ватлӑх ӑшши.Юрату — Курайманлӑх
4947Юрату вӗҫне пӗлме ҫук.Юрату — Курайманлӑх
4948Юрату вилӗмрен вӑйлӑрах.Юрату — Курайманлӑх
4949Юрату вилӗмрен хӑватлӑ.Юрату — Курайманлӑх
4950Юрату вутне шыв сапса сӳнтереймӗн.Юрату — Курайманлӑх
4951Юрату пур ҫӗрте ырату та пур.Юрату — Курайманлӑх
4953Юрату пуҫа ҫавӑрать.Юрату — Курайманлӑх
4954Юрату пуҫа та кастарать.Юрату — Курайманлӑх
4955Юрату суранӗ ӗмӗрлӗх.Юрату — Курайманлӑх
4956Юрату ҫинче тӗнче тытӑнса тӑрать.Юрату — Курайманлӑх